
Чӑваш Ен Элтеперне хӑҫан суйласси паллӑ. Республикӑн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавӗн кунне палӑртнӑ. Республика ертӳҫине кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче суйлӑпӑр.
«Кӑҫал пирӗн республикӑра явапла, историлле пулӑм пулӑм, Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавӗ, пулса иртӗ. Унран регион малашлӑхӗ нумай килет», — тесе палӑртса хӑварнӑ Патшалах Канашӗн спикерӗ Леонид Черкесов.

Патшалӑх Канашӗн депутатне, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн президентне Юрий Попова «Раҫҫей ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята панӑ. РФ Президенчӗ хушӑва пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Юрий Попов 1961 ҫулта Елчӗк округӗнчи Лаш Таяпа ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти строительство техникумӗнче тата Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче вӗреннӗ. 2005 ҫултанпа Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн тӗп директорӗ пулнӑ, 2016 ҫултанпа – предприяти президенчӗ.
Сӑмах май, ку наградӑна унччен Чӑваш Енрен Аркадий Айдак тата Вадим Николаев тивӗҫнӗ.
Юрий Попов пирки РУВИКИ-н чӑваш уйрӑмӗнче тӗплӗнрех вуласа пӗлме пулать.

ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче республика Элтеперӗ Олег Николаев отставкӑна каймасси пирки пӗлтернӗ. Аса илтерер: сесси ӗнер иртнӗ.
Олег Алексеевич хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл Раҫҫей Президенчӗн тата Чӑваш Енри халӑхӑн шанчӑкне тӳрре кӑларнӑ, малашне те вӑл ҫапла ӗҫлесшӗн.
Аса илтерер: Олег Николаевӑн срокӗ авӑн уйӑхӗнче тухать, ун чухне суйлав пулӗ.

Малашне Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Сергей Артамонов пулӗ. Кун пирки паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче пӗлтернӗ.
Ку таранччен ҫак тивӗҫе Элтепер хӑйех пурнӑҫласа пынӑ. Сергей Артамонов 2015 ҫултанпа ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ. 2017 ҫултанпа вара – вице-премьер. Вӑл – Михаил Игнатьев командинчен юлнӑ пӗртен-пӗр министр халӗ.
Палӑртмалла: Сергей Артамонов 1977 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Нурӑс ялӗнче ҫуралнӑ.

Республика Элтеперӗ Олег Николаев кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнӗ май пӗр хутчен 20 пин тенкӗ пама сӗннӗ.
Ӑна вӑрҫӑ ветеранӗсемпе тӑлӑх арӑмӗсене, сусӑрӗсене, Ленинград блокадине лекнисене, концлагерьте пулнисене лекӗ. Тыл ӗҫченӗсене 5 пин тенкӗ пама сӗннӗ. Вӑрҫӑ ачисене пӗр хутчен паракан тӳлеве вара 5 пин таран ӳстерме каланӑ. Унччен вӑл 2 пин тенкӗпе танлашнӑ.

Кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухӗ. Эфир 12 сехетре пуҫланӗ.
Олег Алексеевич Ҫырупа пиллӗкмӗш хут тухӗ. Элтепер хӑйӗн-телеграм каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хальхи вӑхӑтра текстпа ӗҫленӗ.
Трансляцие Элтеперӗн телеграм-каналӗнче, Наци телекуравӗн тата радиовӗн эфирӗнче ӗҫленӗ. Эфир вӑхӑтӗнче ҫынсем экран ҫинчи куар-кода сканерласа Ҫыру пирки хӑйсен шухӑшне пӗлтерме пултараҫҫӗ. Вӗсене Олег Николаев тишкерме, хӑйӗн ӗҫӗнче усӑ курма шантарнӑ.

ЧР Патшалӑх Канашӗ 30 ҫул тултарасси пирки кӑшт маларах пӗлтертӗмӗр. Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн депутатсем Шупашкарти Ҫӗнтерӳ паркӗнче 30 ҫӑка лартнӑ. Ҫапла унта аллея ӳсӗ.
«Аллея республикӑпа пӗрле ӳсӗ, ҫирӗпленӗ, эпир вара тӑрӑшӑпӑр», - тенӗ чӑваш парламенчӗн спикерӗ Леонид Черкесов.
Сӑмах май, Патшалӑх Кнашӗ йӗркеленнӗренпе 25 ҫул ҫитнине халалласа ун чухне республика Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьевпа Правительство ҫурчӗ хыҫӗнчи велоҫул ҫинче Туслӑх аллейи пуҫарса янӑ. Ун чухне 33 вӗрене тата 9 чӑрӑш лартнӑ.

ЧР Патшалӑх Канашӗ 30 ҫул тултарать. Ҫак ятпа банкет ирттересшӗн, унтан 500 ҫынна чӗнесшӗн.
Ӑна ирттермешкӗн аукцион йӗркелеҫҫӗ. Малтан палӑртнӑ хак – 1 миллион та 314 пин те 200 тенкӗ. Аукциона ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.
Хака мӗн кӗрӗ-ха? 500 бейдж, чӗнӳ хучӗ, сувенир ручкӑсемпе блокнотсем, фотограф, концерт программине йӗркелесе ирттересси, меню. Хӑнасене виҫӗ тӗрлӗ ассортипе, чӑвашсен икӗ ҫимӗҫӗпе /шӑрттан тата чӑкӑт/, такаран пӗҫӗрнӗ шӳрпепе, соусри буженинӑпа, пӗҫернӗ ҫӗрулмипе, ҫырларан янтӑланӑ вӗтӗ кукӑльсемпе, хуплупа, шывпа, кваспа, чейпе, кофӗпе, ҫыртмӑшсемпе хӑналасшӑн.
Хальлӗхе банкет хӑҫан иртессине палӑртман.

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, республика Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухнӑ чухне чӑвашла цитатӑсемпе те усӑ курнӑ.
Ҫырӑвӑн пуҫламӑшӗнче вӑл, сӑмахран, паллӑ ентешӗмӗр, Раҫҫейӗн этнопедагогика шкулне йӗркелесе янӑ Геннадий Волков академик каланине илсе кӑтартнӑ. «Кашни ҫынна е уйрӑм халӑхӑн шӑпине виҫӗ юрату тытса пырать: ачасене юратни: ӗҫе юратни: Тӑван ҫӗршыва юратни», – тесе аса илтернӗ Олег Николаев Геннадий Никандрович сӑмахӗсене. Аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев каланине те асӑнса хӑварнӑ: «Пӗр-пӗрин сӑмахне тӑнланса пурӑнни, пӗрне пӗри ырӑлӑх туса тӑни пурнӑҫа хӑват парать… Килӗшсе ӗҫленӗ ӗҫ пысӑк усӑллӑ – ҫакна пӗлсе тӑрӑр».
«Пурте пӗрле кар тӑрса, харӑссӑн утсан, йывӑрлӑхсем те сирӗлӗҫ, ҫул та кӗскелӗ!» — тесе вӗҫленӗ Ҫырӑва Олег Николаев.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ЧР Элтеперӗ Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырупа паллаштарать. Пӗлтӗр Олег Николаев Ҫырӑва кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вуланӑ. Кӑҫал вара унпа нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче паллаштарӗ.
Халӗ ҫынсенчен сӗнӳсем пуҫтарма тытӑннӑ. Ҫырура Элтепер ҫитес малашлӑх валли тӗллевсем лартать.
Хальлӗхе Элтепер Ҫырӑва ӑҫта вуласси паллӑ мар. Унччен ку мероприяти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче, Оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ.
